«Ял кунне паллӑ тӑватпӑр, анчах хӑрушсӑрлӑх пирки манмастпӑр!» ҫакӑн пек ятпа иртнӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Ункӑҫум ялӗн уявӗ. Ҫав кун тӳрех темиҫе мероприяти иртнӗ унта: мини-футболла вылянӑ, районти пушар тӗрӗслевӗн аслӑ лейтенанчӗ Геннадий Димитриев халӑхпа профилактика тӗлпулӑвӗ ирттернӗ.
Официаллӑ пай вӗҫленсен МЧС офицерӗ ҫынсене пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал районта 27 пушар тухнӑ. Унта 1 ҫын вилнӗ. Геннадий Димитриев ытларах чухне инкек пирус туртнине пула тухнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ҫынсене тимлӗрех пулма ыйтнӑ.
Унтан «Ҫулӑм» ансамбль халӑха юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Уяв лапамӗнче сӗтел хатӗрленӗ. Чӑваш наци шӳрпине нумайӑшӗ юратса ҫинӗ. Ҫав кунах юнашарти ялта, Красноармейски районӗнчи Пшонкӑра, уяв иртнӗ. «Ҫулӑм» вӗсене те юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Красноармейски районӗнче хӑйне евӗр туй иртнӗ. Ахаль чухне туйра хӑюсемпе илемлетнӗ ҫӑмӑл урапасем чупаҫҫӗ. Хальхинче вара… йывӑр тиевлӗ урапасем пулнӑ. Вӗсене те хӑюсемпе хитрелетнӗ.
Туй утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, шӑматкун, иртнӗ. Галинӑпа Василий ҫамрӑк мӑшӑр туйне шӑпах ҫакӑн пек уявлама палӑртнӑ-мӗн. Пӗтӗмпе илемлетнӗ йывӑр тиевлӗ 7 машина пулнӑ.
Вӗсен иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ Андрей Никитин каланӑ тӑрӑх, Василий йывӑр тиевлӗ машинӑсене ачаранпах юратнӑ. Туя кун пек ирттерме малтанах палӑртнӑ. вӑл ҫакнашкал урапапа ӗҫленӗ те-мӗн. 7 урапа рулӗ умӗнче унӑн юлташӗсем ларнӑ.
Качча тухакан хӗр каччипе ҫӑмӑл урапапах пынӑ. Кун пек меллӗрех.
Республикӑн уй-хирӗнче хӗрсе ӗҫҫи пырать. Паянхи куна илсен 11 районта вырмана тухнӑ. Пӗтӗмпе кӑҫал хуҫалӑхсен 290,5 пин гектар ҫинчен тӗш тырӑ пухса кӗртмелле. Хальлӗхе 3 пине яхӑн гектар ҫинчен ҫулса илнӗ, 2,2 пинӗ ҫинче вырнипе пӗрлех тӗшӗленӗ те. Паянхи куна тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 21,3 центнера ларать.
Выльӑх апачӗ хатӗрлессипе хуҫалӑхсем малалла ҫине тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе ял хуҫалӑх предприятийӗсенче 80,8 пин тонна утӑ, 173,9 пин тонна сенаж, 33,9 пин тонна силос янтӑланӑ. Утӑпа сенажа планран ирттерсе хатӗрленӗ пулсан, силоса палӑртнинчен хальлӗхе 17 процентне ҫеҫ хурса хӑварнӑ. Вӑтам тени чӑннипех те вӑтам тенине пӗлтерет. Вӑрмар районӗнче утта утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлнех планпа палӑртнин 630 проценчӗ таран хатӗрленӗччӗ, Куславкка районӗнче — 410 процента яхӑн. Ҫав вӑхӑтрах Красноармейски районӗнче ҫурри таран та ҫитейменччӗ.
Выльӑх апачӗ хатӗрленипе, тӗш-тырӑ вырнипе пӗрлех хуҫалӑхсем кӗр аки валли те ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ.
Чӑвашстат атмосфера сывлӑшне упрамалли пирки информаци пичетленӗ. Специалистсем кӑҫалхи ҫур ҫула пӗтӗмлетнӗ.
Чӑваш Енре кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗртмеччен сывлӑша тухакан сиенлӗ япаласем 30,1 процент нумайланнӑ-мӗн. Кусем сунар тата вӑрман хуҫалӑхӗсене, ял хуҫалӑха пырса тивеҫҫӗ.
Чӑвашстат специалисчӗсем каланӑ тӑрӑх, ытларах атмосфера Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта вараланать. Ҫавӑн пекех Красноармейски тата Шупашкар районӗсенче ку енӗпе лару-тӑру япӑх-мӗн.
Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, сывлӑх сыхлавӗн тата социаллӑ пулӑшу парас тытӑмсенче те атмосферӑна сиенлӗ япаласем тухасси пысӑкланнӑ. Ку 5,5 процент ӳснӗ.
Кӑҫал Чӑваш Енри предприятисем атмосферӑна 13,3 тонна сиенлӗ япала кӑларнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 27,6 процент сахалрах.
2013 ҫултанпа Красноармейски районӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Трак енсем уява пухӑннӑ. Хальхинче вӑл Мӑн Шетмӗ ялӗнче иртнӗ.
Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Унтан пурте Анаткас ялне ҫул тытнӑ, унта шит юпине тата этнокартише уҫнӑ. Кайран Мӑн Шетмӗре театрализациленӗ постановка лартнӑ, «Мӑш Шетмӗ ярмӑркки» ятлӑскере истори сӑнарӗсем хутшӑннӑ.
Уява Красноармейски район администрацийӗн пуслӑхӗ Андрей Шестаков, район пуҫлӑхӗ Владимир Григорьев ытти тӳре-шара килнӗ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Алексей Самаркин ЧР Правительстин ятӗнчен пурне те уявпа саламланӑ, чи маттуррисене чысланӑ.
Уяв кунӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене, унтан таврӑннисене аса илмесӗр иртмен. Вӑрҫӑра вилнисен тата Совет Союзӗн Геройӗн В.В.Васильевӑн ячӗпе хисепленекен палӑк патне чӗрӗ чечексем хурса пуҫ тайнӑ.
Шупашкарти аэроклуб парашютисчӗсем тӳперен сикнине халӑх ҫӑвар карсах пӑхнӑ.
Сӑнсем (149)
Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре Чӑваш Республикин Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн спорт ҫемйисен фестивалӗ иртнӗ.
Фестиваль сумӗ ҫулсерен ӳсет. Хальхинче унта хула тата район шайӗнчи ӑмӑртура ҫӗнтернӗ ҫемьесем хутшӑннӑ. Ҫӑмӑл атлетика эстафетинче, ишессинче, дартсра 31 ҫемье вӑй виҫнӗ.
Фествиале уҫнӑ чухне ЧР спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Яковлев, Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Андреев тата ыттисем тухса калаҫнӑ.
Фестиваль пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн спортпа туслӑ ҫемьесене виҫӗ ушкӑнра палӑртнӑ. Паллах, ҫӗнтерни мар, фестивале хутшӑнни пӗлтерӗшлӗ. Ҫапла Красноармейски районӗнчи Артемьевсен ҫемйи те шухӑшлать. Вӗсем амӑшӗ Галина, ашшӗ Николай, ывӑлӗ Ярослав хутшӑннӑ. Вӗсем ача 9 ҫул тултарман ушкӑнсен йышӗнче тупӑшнӑ.
Паян Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ иртрӗ. Унта чылай ыйту пӑхса тухрӗҫ. Сесси, пытармасӑр каласан, хӗрӳ иртрӗ. Тӗслӗх вырӑнне нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тӗплӗ юсассипе ҫыхӑннӑ саккун проектне илме пулать. Хысна укҫи-тенкипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухнӑ чух та депутатсем тӗрлӗ шухӑш каларӗҫ. Кам мӗн калани депутат хӑш партире тӑнинчен пачах килмен тени вулакансене улталама пӑхни пулӗччӗ.
Юрӗ, кӑсӑклӑ та пӗлтерӗшлӗ йышӑнусен шутне Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн пайташне Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчен суйланине кӗртмелле. Кун валли сессие депутатсем икӗ кандидат сӗннӗ. Пӗри – «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Владимир Михайлов, тепри — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» кандидачӗ Вадим Николаев. Чӑваш парламенчӗ республика интересне Мускавра Вадим Николаев лайӑхрах хӳтӗлейрет тесе шухӑшларӗ курӑнать — уншӑн сасӑларӗ.
Вадим Николаев — «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен хупӑ обществин пуҫлӑхӗ. 1959 ҫулта Красноармейски районӗнчи Ванюшкассинче ҫуралнӑ. Халӗ унӑн кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчи пуҫлӑх пуканне пушатма тивет. Унсӑр пуҫне паянтан вӑл республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулма пӑрахрӗ.
Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнче ҫӗртме уйӑхӗн пӗрремӗш юнкунӗнче «Юнкун пуххи» ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та мӑншетмӗсем ҫӗртмен 3-мӗшӗнче ярмӑрккӑна пухӑннӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Шестакова, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Петр Павлова, Аркадий Лебедева К.Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сӑнарсем Сетнерпе Нарспи ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Полина Николаева тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн «Алран кайми аки-сухи» юрра, Раҫҫей, Чӑваш Ен тата Красноармейски районӗн гимнӗсене янӑраттарнӑ.
Сцена ҫинчен юрӑ-ташӑ кайман. Мӑн Шетмӗ клубӗ ҫумӗнчи «Шурӑмпуҫ», Йӗпрем ялӗнчи «Чамыш», Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗн пултарулӑх ушкӑнӗ, Красноармейски районӗнчи Пикшик ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗ юрласа-ташласа халӑха савӑнтарнӑ.
Ӗҫре палӑрнисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков тата Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Полина Николаева грамотӑсемпе чысланӑ.
Сӑнсем (49)
Кӑҫал РФ Президенчӗ Владимир Путин «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена парасси ҫинчен ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Ку ордена 7 ачаран ытларах ҫуратса ӳстерекен ҫемьесене параҫҫӗ. Тӑваттӑмӗш ачин 3 ҫул тултармалла. Палӑртмалла: 2013 ҫултанпа «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнисене 100 пин тенкӗ парса хавхалантараҫҫӗ.
Ачасене тивӗҫлӗ воспитани панӑшӑн, ҫӗмье йӑли-йӗркине сыхлама тӑрӑшнӑшӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Валерий Александровичпа Наталия Николаевна Белинскисене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена пама йышӑннӑ.
Республикӑри тепӗр тӑватӑ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медале пама йышӑннӑ. Вӗсем — Красноармейски районӗнчи Николай Павловичпа Римма Ильинична Игнатьевсем, Канаш районӗнчи Иван Григорьевичпа Галина Валериановна Николаевсем, Куславкка районӗнчи Борис Яковлевичпа Любовь Алексеевна Федоровсем, Шупашкарти Анатолий Петровичпа Вера Генадьевна Яковлевсем. Кунашкал наградӑпа тӑватӑ тата ытларах ачана воспитани паракансене чыслаҫҫӗ.
Кӑҫал та пӗлтӗрхи пекех Шупашкарӑн 2-мӗш ҫӑви ҫине ҫитсе Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне асӑнчӗҫ. Пурӗ пиллӗкӗн ҫитрӗҫ — Ҫеҫпӗл Мишши енӗнчи тӑванӗсем, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей заведующийӗ Антонина Андреева, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников.
Аса илтеретпӗр, пӗр хушӑ Николаева Укахви Николаевнӑн вил тӑпри ӑҫтине ҫухатнӑ пулнӑ, виҫӗмҫул кӑна Антонина Андреева тӑрӑшнипе тупайнӑ. Тӑванӗсем килмен хушӑра Ҫӗҫпӗл Мишшин амӑшӗн вил тӑприне юнашар пытарнӑ Виталий Михайловӑн (9 ҫулта вилнӗ) амӑшӗ тасатса-тирпейлесе тӑнӑ. Кӑҫал та Укахви Николаевнӑна асӑннӑ хыҫҫӑн чӑваш хастарӗсем юнашар выртакан пӗчӗк Виталие те асӑнчӗҫ, печени-пӗремӗкпе «хӑналарӗҫ».
Николаева Укахви Николаевна 1879 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче (кӑҫал 135 ҫулхи юбилейӗ килет) хальхи Красноармейски районне кӗрекен Шывпуҫ Чуракасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1970 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче вилнӗ, 10-мӗшӗнче пытарнӑ. Юлашки ҫулӗсене хӗрӗ патӗнче пурӑннӑ. Хулана ӑна хӗрӗ 1952 ҫулта илсе килнӗ — ун чухне ялтисене пенси тӳлемен. Вӑл вӑхӑталла Чӑвашра выҫлӑх ҫулӗсем пулнине шута илсен кӑна Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе тунӑ ӗнтӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |